Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шумилов Георгий Степанович

Шумилов Георгий Степанович — методикӑсем хатӗрленӗ паллӑ вӗрентевҫӗ, чӑваш литературине аталантарас ӗҫре тӑрӑшакан, тӑлмач. 1917 ҫулхи авӑнӑн 20-мӗшӗнче Муркаш районне кӗрекен Йӳҫкасси Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. 1998 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Шуртавӑшра ҫӗре кӗнӗ.

Пурнӑҫӗ

1933 ҫулта Чӑваш Сурӑмри колхоз ҫамрӑкӗсен шкулне вӗренсе пӗтернӗ. 1936 ҫулта Ҫӗрпӳри педагогика техникумӗнче пӗлӳ илнӗ, 1958 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пӗтернӗ.

1939–1945 ҫулсенче Хӗрлӗ Ҫарта хӗсметре тӑнӑ, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ.

1938–1939 ҫулсенче Ҫӗрпӳри педагогика училищинче ӗҫленӗ. Каярах Первомайскинчи ҫичӗ ҫул вӗрентекен шкулта тата Ҫӗрпӳ районӗнчи ытти шкулсенче ачасене вӗрентнӗ.

Ӗҫӗ-хӗлӗ

1939 ҫулта унӑн Чӑваш литературине 8–9 классенче вӗренмелли христомати пичетленсе тухнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл вӑтам шкулта вӗренекен ачасем валли диктантсен пуххисене хатӗрленӗ. Пурӗ вӑл 15 ытла вӗренӳ кӗнекипе словарьсем ӑсталанӑ.

Георгий Степанович куҫӑру ӗҫӗпе те ӗҫленӗ. Сӑмахран вӑл Аркадий Гайдарӑн «Тӑваттӑмӗш блиндаж» (1938) тата Анатолий Ляпидовскийӗн «Челюскинецсем» (1941) калавсене вырӑсларан чӑвашла куҫарнӑ.

Вырӑнти халапсене те вӑл пуҫтарнӑ. Сӑмахран, Шуртавӑш ялӗ пирки ваттисем каласа панине вӑл ҫырса илнӗ.

Каҫӑсем


 
Категорисем: Ҫӗрпӳ районӗ
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2020-05-20 21:37:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 1255 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем